Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрманкас (Пикшик ял тӑрӑхӗ)

Вӑрманкас (Вӑрманкас Шупуҫ, Вӑрманкас Шетмӗ; выр. Вурманкасы, Вӑрманкас Шатьма) — Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи ял. Вӑл Пикшик ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.

Географи

Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫити 49 километр, район центрӗччен, Красноармейски ялӗччен — 21 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ таран — 29 километр. Кунти вырӑн рельефӗ сӑртлӑ-туллӑ, тӑприсем ҫеремлӗ-кӗллӗ тата сӑрӑ вӑрман тӑприсем. Ял таврашӗнче пӗвесем, ҫырмасем тата вӑрман хутлӑхӗсем пур.

Истори

XVIII–XIX ӗмӗрсенче яла Пӗрремӗш Янгильдина (халӗ Танӑш ялӗ) ялӗнчен тухнӑ ҫынсем никӗсленӗ. Ял ҫинчен калакан пӗрремӗш даннӑйсем 1795 ҫулпа ҫыхӑннӑ, ун чухне унта 23 кил шутланнӑ.

1866 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсен категорийӗнче тӑнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнӑ.

Административлӑ пӑхӑну тӗлӗшӗнчен ял ҫаксен йышне кӗнӗ:

1931 ҫулта ялта «Юркин» колхоз йӗркеленӗ. Кайранхи ҫулсенче ял тӗрлӗ ял канашӗсен йышне кӗнӗ, 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен вара Пикшик ял тӑрӑхӗн пӗр пайӗ пулса тӑрать.

Халӑх йышӗ

Ҫулсем тӑршшӗпе ялти халӑх йышӗ улшӑнса пыни:

  • 1795 ҫул — 23 кил;
  • 1859 ҫул — 27 кил, 80 арҫын, 92 хӗрарӑм;
  • 1906 ҫул — 39 кил, 93 арҫын, 97 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 50 кил, 96 арҫын, 128 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 110 арҫын, 126 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 56 кил, 174 ҫын;
  • 2002 ҫул — 47 кил, 113 ҫын (53 арҫын, 60 хӗрарӑм);
  • 2010 ҫул — 43 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 91 ҫын (34 арҫын, 57 хӗрарӑм).

Наци йышӗ: тӗпрен илсен чӑвашсем.

Инфраструктура

Ялта социаллӑ инфраструктура объекчӗсем ҫук. Вӗсем ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗнче — Пикшик ялӗнче вырнаҫнӑ. Ҫулсен пӗр пайӗ тӑпра ҫул, электроэнерги кӗртнӗ.

Экономика

Экономикӑн никӗсӗ ял хуҫалӑхӗн производстви шутланать. 2010 ҫулта ял территорийӗнче «Васильева» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ. Ҫынсем ҫавӑн пекех харпӑр хуҫалӑх тытаҫҫӗ, ял хуҫалӑх культурисем ӳстереҫҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ.

Топонимика

Ялта урамсен, ҫырмасен, пӗвесен тата ытти вырӑнсен историри ячӗсем упранса юлнӑ:

  • Урамсем: Малти урам (Магазин урамӗ), Тури урам (Тӗп урам), Анатри урам (Тӗп урам).
  • Ҫырмасем: Митинкка варӗ, Силетер варӗ, Хаҫмӑк варӗ, Ункӑ Пӗлеш ҫырми, Хырлӑ вар, Хыркоч ҫырми, Пакшантар ҫырми.
  • Пӗвесем: Пентӑр пӗви, Якку Коли пӗви, Толя пӗви, Тарӑн пӗве, Илюш пӗви, Курак пӗви, Кӑвакал кӳлли, Танӑш плотини.
  • Уй-хир, улӑхсем, ҫӑвасем тата вӑрмансем: Хаҫмӑк уйӗ, Ешметер уйӗ, Кӗҫӗн улӑх, Тутар ҫӑви, Вӑрманкас ҫӑви, Ункӑ Пилеш вӑрманӗ, Колхоз утарӗ, Хӗрсен уҫланки, Хурӑнлӑ ҫул.

Паллӑ ҫынсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-22 00:24:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем